JW subtitle extractor

Ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат

Video Other languages Share text Share link Show times

Пирӗн пурнӑҫ халь ҫӑмӑл мар,
Халран ярать ку хушӑран.
Эп хам ӑшра шанчӑка чӗртсе
Куратӑп ҫӗнӗ тӗнчене.
Эс ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат:
Эпир ҫап-ҫамрӑк, урӑх ҫук асап;
Кашни кун ирпе эс уҫатӑн куҫна,
«Тав сана ҫӗн куншӑн!» —
тетӗн ҫӳлелле пӑхса.
Нихӑҫан илтмен ман хӑлхасем,
Курми пуласшӑн ман куҫсем.
Кун ҫитӗ — илтӗп хитре кӗвве,
Эп курӑп пурнӑҫ илемне.
Эс ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат:
Эпир ҫап-ҫамрӑк, урӑх ҫук асап;
Кашни кун ирпе эс уҫатӑн куҫна,
«Тав сана ҫӗн куншӑн!» —
тетӗн ҫӳлелле пӑхса.
Халь ӗмӗтре кӑна эп утаяп,
Анчах кӗҫех эп чупса каяп!
Эс ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат:
Эпир ҫап-ҫамрӑк, урӑх ҫук асап,
Хавассӑн ташлатпӑр, юрлатпӑр
йӑл кулса,
Савӑнатпӑр ырӑ пурнӑҫпа.
Эс ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат:
Эпир ҫап-ҫамрӑк, урӑх ҫук асап;
Кашни кун ирпе эс калатӑн Турра:
«Ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн тавах сана!»